«Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Пӑва районӗнчи Элшелте халӑх тырра хӑйех авӑртать — ҫутӑпа ӗҫлекен армана лавккаран туяннӑ та килтех ним мар ҫӑнӑх туса хураҫҫӗ. Унччен кӳршӗ ялсене ҫӳренӗ — тырӑ тиесе темиҫе ҫухрӑм таран кайма тивнӗ.
Петр Тихоновпа Михаил Петруськин каласа панипе хальхи арманҫӑн ӗҫӗ кӑткӑс мар — пӗр витре тырӑ яр та ҫӑнӑх тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑр. Арманӗ хӑватлӑ пулсан ку ӗҫ пӗрре те вӑраха тӑлӑлмасть иккен.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи уй-хирте ҫурхи ӗҫсем иртеҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 164,7 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫурхи культурӑсем акнӑ. Ку палӑртнӑ ӗҫсен 31 проценчӗ.
Кӗпӗрнаттӑр тата регион правительствин пресса хӗсмечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, куллен 35-38 пин гектар ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче ҫурхи ӗҫсем пурнӑҫланаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Николаевка тата Ҫӗнӗ Спасск районӗсем ирхи ҫурхи культурӑсене акас плана 113 тата 101 процент пурнӑҫланӑ. Ҫак районсем ҫурхи ӗҫсене 73 тата 59 процент пурнӑҫланӑ ӗнтӗ.
Пӗтӗмӗшле облаҫра ҫурхи пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 108,7 пин (39 процент) гектар ҫинче акнӑ: ҫурхи тулӑ – 35,3, пӑри – 37,9, сӗлӗ – 15,8, пӑрҫа – 6,5 пин гектар.
Ӑмӑртура Инза (61 процент), Павловка (48), Кивӗ Майна тата Ҫинкӗл (46) районӗсем малта пыраҫҫӗ.
Хӗвелҫаврӑнӑш акассипе Ҫӗнӗ Спасск (6,1 пин гектар), Радищево (3,3), Мелекесс (3,1) малта. Пӗтӗм облаҫӗпе ҫак ӗҫе 132,4 пин гектар (19 процент) ҫинче пурнӑҫланӑ.
Чӗмпӗр, Чартаклӑ, Чӑнлӑ тата Сӑр районӗсенче сахӑр чӗкӗнтӗрӗ акма тытӑннӑ. Пӗр ҫул ӳсекен выльӑх апатне облаҫра 22,8 пин гектар ҫинче акса плана 55 процент пурнӑҫланӑ.
Ака уйӑхӗн вӗҫӗнче, 30-мӗш кунӗнче, Чӑваш Ен Президенчӗ Михаил Игнатьев Патӑрьелпе Каҫал тӑрӑхӗсене ҫитсе унти ҫураки ӗҫӗ епле пынипе паллашрӗ. Кун пирки Президент администрацийӗн пресса хӗсмечӗ пӗлтерет.
Чи малтанах Михаил Васильевич Патӑрьел районӗнчи «Малалла» хуҫалӑхри (ытларах сухан лартса тӑваҫҫӗ) ӗҫсемпе кӑсӑкланчӗ — ҫуртри акасси мӗнле пынипе тата кӗрхи тырӑ епле хӗл каҫнипе паллашрӗ. Механизаторсемпе калаҫнӑ май Президент ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене пулӑшу парса тӑмалли пирки сӑмах каларӗ. Ҫавӑн пекех ӑна сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвекпе йӳнӗлле тивӗҫтересси епле пыни кӑсӑклантарчӗ. Асилтеретпӗр, «НК «Роснефть» АУО пирӗн республикӑри ял хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансене пурӗ йӳнӗрех хакпа 16 600 тонна пама килӗшнӗ. Сӗрмелли-ҫунтармалли шӗвеке Чӗмпӗрти нефть базинчен тоннӑшӑн 16 200 тенкӗ тӳлесе турттараҫҫӗ. Ҫапла май пӗр литр дизтопливо, сӑмахран, ҫул тӑршшӗне кура 14-15 тенке ларать. «Малалла» хуҫалӑха илес пулсан, вӗсем 23 пин литр туяннӑ та ӗнтӗ.
Паян Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Ольдеевски» агрофирмӑра ҫӗнӗ теплицӑна хута ячӗҫ. Ку мероприятие Чӑваш Ен президенчӗ Михаил Васильевич Игнатьев та килчӗ. Хӑй сӑмахӗнче вӑл теплицӑсемпе ытларах усӑ курма сӗнчӗ, вӗсенче ӳстерекен экологи тӗлӗшӗнчен таса ҫимӗҫ яланах халӑха кирлӗ тесе палӑртрӗ. Юлашкинчен агрофирмӑна ӗҫре ӑнӑҫу сунчӗ.
Теплица лаптӑкӗ — 2,25 гектар. Унта энергие сахалтарах тӑкаклакан ҫӗнӗ технологисене усӑ курнӑ, чылай ӗҫе компьютер тӑвать. Теплицӑна тума «Россельхозбанкран» 148 млн. тенкӗ укҫа кивҫен илнӗ пулнӑ.
«Ольдеевски» ХАО Раҫҫейри теплицӑпа ӗҫлекен пысӑк тата хӑварт аталанакан предприятисем шутне кӗрет. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар хули ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна 1979 ҫулта никӗсленӗ. 2008 ҫултанпа выльӑх-чӗрлӗх те тытма пуҫланӑ. Ҫулталӑкне 9 пин тонна таран тӗрлӗ пахча ҫимӗҫ ӳстерет, кунне 6500 тонна ытла сӗт парать. Унсӑр пуҫне кунта калча, тӗрлӗ чечексем ӳстереҫҫӗ.
Раштавӑн 1-мӗшӗнче, «Трак Ен» сайт пелтернӗ тӑрӑх, Красноармейски районӗнче Германири Ангальт ҫӗрӗн Хресченсен Пӗрлӗхӗн директорӗ Гайнц Фиренклес господин пулнӑ.
Вӑл Трак ене, «Чӑваш Енри ялти тӑрӑхсене аталантарасси» чӑвашсемпе нимӗҫсен пӗрлехи проекчӗпе интересленнӗ май, кӗске вӑхӑтлӑх эксперт пулса килнӗ. «Эпӗ отпускра мар, ӗҫре. Сирӗнтен вӗренмелли ҫук мар», — терӗ Гайнц Фиренклес. Хӑна, чӑн та, ку тӑрӑхра пӗрремӗш хут мар. Кӑҫалхи шӑрӑх ҫу кунӗсенче вӑл В. А. Васильева хресчен-фермер хуҫалӑхӗн Сартӑванти ӗне ферминче пулса курнӑччӗ. Хальхинче те кунта ҫитсе килме шухӑшланӑ иккен. «Унчченхипе танлаштарсан, фермӑра ырӑ улшӑнусем ҫук мар», — палӑртрӗ Германи хӑни. Сартӑван ферминче, Венера Андреевна ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пысӑк юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Ертӳҫӗ шухӑшӗпе вӗсене ирттермесӗр, фермӑра вӑй хуракансене тивӗҫлӗ условисем туса памасӑр ӗнесен продуктивлӑхне малалла хӑвӑрттӑн ӳстереймӗн. Паллах, лайӑх та паха опыта та алла илмеллех, малта пыракансенчен, сӑмахран, Германири туссенчен те, вӗренмелле.
Ҫамрӑк пулин те вӑл Красноармейски районӗнче, Чӑваш Енре чыс-хисеп ҫӗнсе илме ӗлкӗрнӗ. Ун пирки виҫӗм ҫул Мускавра кӑларакан «Труд» (чӑв. «Ӗҫ») хаҫатра та ҫырса кӑтартнӑччӗ. Сӑмах кунта тулли мар яваплӑ «Таябинка» пӗрлешӳри (Красноармейскинче тӗпленнӗ) Олег Васильев механизатор пирки пырать. Олег Юрьевич нумай ҫул ӗнтӗ ҫуракипе вырмана хутшӑнать, ҫитӗнӳпе палӑрать. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ. «Уй-хир карапӗн капитанӗ» хӑйне шанса панӑ (1218 КЗС) комбайнпа 7085 центнер тырӑ вырса ҫапса районти комбайнерсен ӑмӑртӑвӗнче мала тухрӗ. Ял хуҫалӑхӗпе тирпейлекен промышленность ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уявра ӑна «Вырма-2010» хӗрлӗ хӑюпа, хаклӑ парнепе тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе чысларӗҫ.
Нумай пулмасть республика шайӗнче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсен уявӗ иртрӗ. Шупашкар районӗ унтан пушӑ алӑпа таврӑнман — 1-мӗш степеньлӗ диплома тата 70 пин тенкӗ премине тивӗҫнӗ. Чӑваш Енре агропромышленность комплексне аталантарасси ҫинчен калакан тӗллевлӗ программӑна ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлассипе шупашкарьенсем муниципаллӑ районсем хушшинче ҫурҫӗр зонӑра пӗрремӗш пулнӑ.
Преми укҫине тухӑҫлӑ ӗҫлекен районти ял хуҫалӑх предприятийӗсене парӗҫ — ҫапла пӗлтерет район хаҫачӗ «Тӑван Ен».
Яманакри (Красноармейски районӗ) сӗт-ҫу фермин коллективӗ кӑҫал кашни ӗнерен вӑтамран 5000 килограмм сӗт суса илессишӗн кӗрешӗве тухнӑ. Иртнӗ виҫӗ кварталта ку кӑтартӑва 4291 килограма ҫитерме пултарнӑ.
«Хӗрлӗ Сурӑм» (Красное Сормово) пӗрлешӳ сӗт пахалӑхӗ енӗпе республикӑра Тӑвай районӗнчи «Акконд» пӗрлешӳ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнать. «Шурӑ ылтӑн» кунтан патшалӑха чи лайӑх (высший) сортпа ӑсанать. Сӗтри белок хисепӗ 3,23-3,20 (ку республикӑра чи пысӑк кӑтарту), ҫу хисепӗ 3,4-пе танлашать. Яманаксем ҫак кунсенче ӗне пуҫне пӗр пӑт ытла сӗт сӑваҫҫӗ. Ку вӗсене тулӑх тӑрантарнипе ҫыхӑннӑ паллах. Рацион тӑрӑх кашнин пуҫне сенаж 20, фураж 6, салат пӑтти 5, чӗрӗ вӗтӗ ҫӗрулми 5, утӑпа улӑм 2—3-шер килограмм тивет.
Ферма заведующийӗ Е. Алексеева каланӑ тӑрӑх витесене хӗле лайӑх хатӗрленӗ. Выльӑх апачӗ ҫителӗклех. Ӗҫ условийӗсем аван. Ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлеҫҫӗ тата унӑн хисепӗ те пӗчӗк мар, вӑтамран 10 пин тенкӗ ытла.
— Канма та лайӑх условисем туса панӑ. Выльӑх пӑхакансен пӳлӗмне ҫӗнӗ сӗтел-пуканпа тивӗҫтернӗ. Чей вӗретсе ӗҫме пулать.
Иртнӗ эрнере Мускав районӗнче йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх пасарӗсем иртрӗҫ. Суту-илӳ, тӗпрен илсен, «Ҫурҫӗрпе», Кӑнтӑр-анӑҫри пасарсенче, тата Элкерпе Чернышевский урамсенче хатӗрленӗ вырӑнсенче пычӗ.
Иртнӗ канмалли кунсенче хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутма Муркаш районӗнчи хуҫалӑхсем тухнӑччӗ: Муркаш райпойӗ, Ленин ячӗллӗ ЯХПК, Оринино ЯПК, «Васем» ТМЯО, «Аленушка» агрофирма» ТМЯО, «Алексеев В.Н.» УПХ. Хула халӑхӗ вӗсен ҫӗрулмине, купӑстине, кишӗрне, суханне, кӑшманне, ҫӑмартине, пылне кӑмӑлласах туянчӗ — сутӑҫсем эрне хушшинче 188 тонна ҫӗрулми, 24 тонна ытти ҫимӗҫ сутма пултарчӗҫ.
Шупашкар районӗн ял хуҫалӑх пайӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт сӑвассипе хальхинче те «Чурачӑк» АУО малта. Хуҫалӑхра пӗр ӗнерен 15 кг сӗт суса илеҫҫӗ. Ҫак тапхӑрти пӗлтӗрхи кӑтартупа танлаштарсан, чурачӑксем 3,4 кг ытларах сӗт суни курӑнать.
«Чурачӑк» АУО Курак Чурачӑк (Ишлей ял тӑрӑхӗ) ялӗнчи Совхоз урамӗнче вырнаҫнӑ. Директор — Шалеев Евгений Федорович.
Авӑнӑн 6-мӗшӗ тӗлне районӗпе вара хуҫалӑхсем патшалӑха 32 917 кг сӗт сутнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.